«Тăван чĕлхе — анне чĕлхи» литературăпа музыка уявĕ

«Тăван чĕлхе — анне чĕлхи» литературăпа музыка уявĕ

  Кашни ҫулах акан 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Вӑл Иван Яковлев ҫуралнӑ кунпа тӳр килет. Кăçал аслă вěрентекенěр çуралнăранпа 175 çул çитрě. Паян Палтайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Тăван чĕлхе — анне чĕлхи» литературăпа музыка уявĕ иртрĕ. Ачасем поэчĕсен хайлавĕсене вуларĕç, илемлě юрă-кěвě шăрантарчěç, И.Я. Яковлев, Г.Н. Волков калавěсем тăрăх сценкăсем  лартса пачĕç.  Литература уявěнче Депутатсен Пěрлешěвěн депутатчě  Офаринов В.Л. та пулчě. Вăл ачасене Чăваш чěлхи кунěпе саламларě, И.Я. Яковлев пурнăçěпе ěçě-хěлě çинчен каласа пачě.  Уяв питĕ кăмăллă иртрĕ.

Фотогалерея