Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен
çулталăкне халалласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика
университечĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх
университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци
радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2022» акци иртрĕ.
Çак акцие Палтайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те
хастар хутшăнчĕç. Диктант Константин Петров çырнă «Уçлăхра – икĕ космонавт»
тăрăх пулчĕ.