Чăвашăмсем!
Сире телей сунатăп,
Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.
Мансан – чĕлхесĕр янавар пулатпăр.
Чĕлхе пулсан –пĕтместпĕр ĕмĕрте!..
( Раиса Сарпи )
Акан 25-мӗшӗнче кашнии ҫулах Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Вӑл
Иван Яковлев ҫуралнӑ кунпа тӳр килет. Ҫак ятпа пирӗн шкулта сахал мар ӗҫ пулса
иртрӗ. Классенче калаҫусем, конкурссем,
вӑйӑсем йӗркелерӗҫ. Кĕçĕн классенче вӗренекенсем Иван Яковлевӑн калавӗсене
вуларĕç, 9-мĕш классем вара «Чӑваш чӗлхи – анне чĕлхи» темӑпа сочинени
хайларӗҫ, шкул çулне çитмен ачасем чăваш тĕрĕ-эрешне сăнаса ÿкерчĕксем турĕç,
И.Я. Яковлев çинчен ÿкернĕ документаллă фильмсем курчĕç. Вĕренекенсемпе
вĕрентекенсем Республикăри паллă ентешсене халалланă викторинăсемпе
олимпиадăсене те хутшăнчĕç.
Паян Палтайри
пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Тăван чĕлхе — анне чĕлхи» литературăпа музыка уявĕ
иртрĕ. Ачасем чăваш писатель-поэчĕсен хайлавĕсене вуларĕç, çав шутрах
ентешĕмĕрĕн, поэтăн, писателĕн ,
Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕн В. В.
Муравьевăн хайлавĕсем те пулчĕç. 3-4 классем вăйă карти лартса пачĕç. 7-мĕшсем
«Сапăрлăх çинчен» сценкăпа савăнтарчĕç. Чи хастаррисене грамотасем парса
хавхалантартăмăр. Уяв питĕ кăмăллă иртрĕ.