Камсем эпир, мĕнле кăкран эпир?
Ăçти тусан пирĕн ÿте хуратнă,
Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă,
Менле çилпе те хĕвелпе эпир
Кăлкан çилхи пек кăмăла вылятнă?
(В.Станьял)
Кулленхи
пурнăçра эпир тĕрлĕрен те тĕрлĕ уявсене хутшăнатпăр: çăварни, мăн кун, ака туй,
çимĕк тата ыттисем те. Паллах, паянхи
уявсем мăн асатте-асаннесеннинчен расна, ĕлĕк уявланă уявсенчен ытларахăшне
пăрахăçлнă та ĕнтĕ .
Пĕлетпĕр-ши
эпир авалхи уявсене? Мĕнлерех йăла-йĕркене тытăнса пынă пирĕн йăхсем? Паянхи пурăçра авалхи халăх культурин сĕмĕ
сыхланса юлнă-ши? Çак ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе Палтайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Камсем эпир?
Мĕнле йăхран эпир?» краеведении урокĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литература
вĕрентекенĕ Клочкова Т.В. 6-мĕшсене «Чувашская Республика», «Чувашское народное
искусство» энциклопедисемпе, «Тăван ен» кĕнекепе паллаштарчĕ. Ачасем урокра
чăваш тĕррине тишкерчĕç, ăна вулама вĕренчĕç, тум-тир уйрăмлăхĕсем çинчен
калаçрĕç, авалхи уявсене те аса илчĕç. Вĕренекенсен уйрăмах чÿк уявĕсем кăсăклантарса ячĕç,
çавăнпа та урока «Çумăр чÿкĕ» («Моление о дожде») видеофильмпа вĕçленчĕ.