Эп
- чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва-юрра та,
Купăса та кĕслене.
Палтайри пӗтӗмӗшле
пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ И.Я.Яковлев
ҫуралнӑранпа 174 ҫул ҫитнине халалланă чӑваш чӗлхи эрни иртет. Ҫавна май ака
уйӑхӗн 18-25-мӗш кунӗсенче шкулта кӑсӑклӑ мероприятисем сахал мар. Кашни
класрах вӗрентекенсем «И.Я.Яковлев - аслӑ вӗрентекен» темӑпа калаҫу ирттереççĕ.
Чӑвашсен паллӑ
ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх
хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш
шкулӗ вӗрнтӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене
хатӗрленипе те сӑваплӑ. Аслă вĕнтекенĕмĕре халалласа шкулта «И.Я.Яковлев
– чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ» интернет-викторина
иртет.
Кам пĕлмест-ши К.В.
Ивановăн «Нарспи» поэмине? Палтай шкул вĕренекенĕсем юратсах «Атьăр
вулар «Нарспине» акцие те кăмăлласах хутшăнаççĕ.