Акан
25-мĕшĕнче пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне
уявлать. Шкулта чăваш чĕлхипе литературин эрни пырать.
Эрне пуçламăшĕнче 3-4 класс вĕренекенĕсем
патне хăнан Еремина Ю.Т. çитрĕ. Юлия Тихоновна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ
ĕçченĕ, халăх сăвви-юррине, ташши-такмакне тĕпчекенĕ. Вăл ачасене юрă-ташă
тĕнчипе паллаштарчĕ.
Пурнăçра – пĕр анне .Тăван чĕлхе те
пĕрре. Ана упрасси –пирĕн тивĕç. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх
çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи
ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл . « Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен
килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.