Нарăсăн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчере Тăван Чӗлхе кунне

Нарăсăн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчере Тăван Чӗлхе кунне

Нарăсăн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчере Тăван Чӗлхе кунне паллă тăваҫҫӗ. Çавăнпа та  паян  Палтайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулăн 8-мӗш класӗнче «Чăваш ачи, сассуна пар!» аса илӳ урокӗ иртрӗ. Урока чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ Клочкова Т. В. хатӗрлерӗ.

Тăван чӗлхемӗре «ҫутта кӑларассишӗн» чылай чӗлхе тӗпчевҫи, поэт-писатель ырми-канми  тӑрӑшрӗ. Вӗсен ячӗсем вилӗмсӗр: Иван Яковлевич Яковлев, Константин Иванов, Николай Ашмарин, Никита Бичурин, Николай Золотницкий, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ тата-тата ыттисем те.

Паянхи  урока вара эпир чӑваш халӑхӗн аслӑ поэтне, тӗнче литературин классикне - Çеҫпӗл Мишшине – халалларӑмӑр. Урокра эпир сӑвӑҫӑн синкерлӗ пурӑҫӗпе пултарулӑхне тишкертмӗр, пӗртен-пӗр юратӑвӗ, Анастасия Червякова, патне янӑ ҫырусемпе  революцилле  хĕрӳлĕхпе  ҫырнӑ сӑввисене вуларӑмӑр.

      Çеҫпӗл Мишшин  вилӗмсӗр сӑввисем пире пурӑнма, кӗрешме,  чӑрмавсене ҫӗнтерсе мал енне талпӑнма хавхалантараҫҫӗ, тăван чӗлхене юратма, унпа мӑнаҫланма хистеҫҫӗ.

Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!

Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху:

Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм,

Вĕри вутлă çулăм эсĕ пулăн ху.