«Ҫěр пин тěрě ҫěр шывěнче» - 9-мěш класри чăваш чěлхи урокě

Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку халӑх хӑйӗн йӑли-йӑркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ. Чӳк уйăхěн 26-мěшě – Чăваш тěррин кунě. Ҫавна май паян чăваш чěлхи урокěнче 9 класс вěренекенěсемпе чăваш тěрри ҫинчен сăмах пычě.

Акӑ, тӗслӗхрен, ҫуркунне ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кашни хӗрачан ҫак уява тӗрлесе ҫӗленӗ тумпа, ҫӗнӗ юрӑпа тухмалла пулнӑ. Кӗввине те, сӑввине те, кӗпине те хӑех вӑрӑм хӗл кунӗсенче хатӗрленӗ. Ҫамрӑксем илемлӗ юрӑ шӑрантарнӑ, хитре кӗписен ӳкерчӑкӑсене пӗр-пӗринчен илсе малалла аталантарнӑ. Ҫапла вара, сӑмахӗсем, юррисем, тӗррисем ҫулран-ҫул хушӑнса пынӑ. Халӑх ӑстисем авалхи маҫтӑрсенчен вӗренсе ӗҫӗсене капӑр тап пахарах тума тӑрӑшнӑ.

Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ. Унӑн тӗп тӗслӗхӗнчен пӗри – тӗрӗ эрешӗ. Чǎваш чунĕ яланах хитре патне туртǎннǎ. Çавǎнпа унǎн кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласем, тǎм савǎт-сапа илемпе хǎтлǎх кÿнĕ. Тĕрĕ ǎсталǎхĕ уйрǎмах вǎйлǎ аталаннǎ пулнǎ. Халǎх ĕмĕчĕ-шухǎшĕ, вǎл илеме еплерех ǎнланнине шǎпах çак искусствǎра палǎрнǎ. Тĕрĕпе чǎвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккине те илемлетнĕ. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухӑшлани, ӑна аталантарма тӑрӑшнине палӑртаҫҫӗ чӑваш ӑсчахӑсем. Сăмахран, хĕрарăм кĕпи çинчи кĕскĕ – хĕвеле, сунтăк – тĕнче тĕнĕлне, масмак çинчи ÿкерчĕксем çĕрпе тÿпене, çăлтăрсене, тусене тата ытти нумай япалана пĕлтернĕ. Çакăнпа пĕрлех ĕлĕкхи эрешсенче «çыру тĕрри» анлă тĕл пулать. Унпа уйрăмах çанă вĕçĕсене, кĕпе умне капăрлатнă. Халӑх тавракурӑмӗ аталанса пынӑ май тӗрӗ мифологилле шухӑш-туйӑмсемпе аваллӑх символӗсенчен тасалса илемлӗх туйӑмӗ пуянланса пынӑ.

18-19-мӗш ӗмӗрсенчи чӑваш эрешӗсем уйрӑмах хитре. Вӑл вӑхӑтри тӗрӗ ҫыруҫисем эрешсене ытларах чухне тӑваткал-тӑваткал е темиҫе кӗтеслӗ пайсенчен йӗркеленӗ. 20-мӑш ӗмӗрте чӑваш тӗрри-эрешне аталантарасси ӑслӑлӑх шайне ҫитнӗ.

Тӗрӗ вӑл – чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.

Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Вӑл Англири, Бельгири, Италири, АПШри тӗрлӗ выставкӑсенче паллӑ вырӑн йышӑнать. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Вĕсене çынсем тĕрленине ĕненес те килмест.

Ытларах шурă пир çине тĕрленĕ. Çипписем çутçанталăкри тĕссене çывăх пулнă. Ытлашши йăмăх тĕссене килĕшÿсĕр тесе шутланă. Хӗрлӗ тӗс – юн, пурнӑҫ, ӗҫ. Симӗсси вара – ҫут ҫанталӑк. Сарӑ тӗс – хӗвел, телей. Шурӑ тӗс – чун тасалӑхӗ, ҫутӑ кун. Хура – хура халӑхӑн ҫӗр тӗсӗ, халӑх вӑйӗ. Вырӑссен паллӑ тӗпчевҫи П.Паллас чӑваш тӗрри ҫинчен ҫапла каланӑ: «Кӑвак, хӗрлӗ, хура тӗссемпех тӗлӗнмелле тӗрӗ тӑваҫҫӗ».

Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕ вăл – çип шутласа тĕрлени. Сăмахран, тан енлĕ виçкĕтеслĕх тĕрлес тесен кашни енĕ валли пĕр тан çип шутласа илмелле пулнă. Чăваш тĕррине тĕрлеме йывăр, кăткăс ĕç вăл. Каярах çи-пуçа çăмăлрах тĕрĕпе илемлетме пуçланă, çавăнпа ăна «кахал çын тĕрри» тенĕ.

Чăваш тĕррин тепӗр уйрăмлăхĕ – çĕвĕсем тĕрлĕрен пулни. Тĕпчевçĕсем 32 таран шутласа тупнă. Хурапа – ырă тĕспе - эреш тавра çеç тĕрленĕ. Эрешĕсене хăйсене тĕпрен илсен, хĕрлĕпе (телей, савăнăç, тулли пурнăç символĕ) тĕрленĕ. Çавăн пекех сарă, кăвак, симĕс çипсемпе усă курнă.

Тĕрĕçсем тĕрлĕ çĕвĕпе усă курса тĕрленĕ. Тĕрĕсем çынсене, чĕр чунсене, карапсене, йывăç-курăка тата ытти нумай япалана пĕлтернĕ. Авалхи чăвашсем хăш-пĕр тĕрĕсенче тĕнче тытǎмне хǎйсем мĕнле курнине ǎнлантарса пама тǎрǎшнǎ. Чăваш тĕрĕ ăстисем тĕрленĕ чухне 30 ытла çĕвĕпе тата çĕвĕсен 40-е яхăн тĕсĕпе усă курнă.

Чăваш тĕрринче кашни çĕввĕн хăйĕн вырăнĕ пулнă, тĕрлĕ япала валли тĕрлĕ çĕвĕпе усă курнă. Тĕслĕхрен, пĕр енчен çеç курăнакан япаласене – кĕпене, масмака пĕр енлĕ çĕвĕсемпе илемлетнĕ: хĕреслĕ тĕрĕпе, хантăспа. Икĕ енĕ те пиччĕн япаласене – сурпана, çулăка, хĕр пĕркенчĕкне – йĕпкĕн, шулам, каснă шăтăклă çĕвĕсемпе усă курса тĕрленĕ.

Чăваш кил-йышĕнче хĕрачасене 6-7 çултах тĕрлеме вĕрентнĕ. 10-12 çул тĕлне вĕсем хăйсемех тĕрĕсем шухăшласа кăларса тĕрлеме пултарнǎ. Пир татӑкӗ унӑн аллинче искусствӑн чӑн-чӑн произведенийӗ пулса тӑнӑ. Ӗмӗрсем иртсен те чӑваш тӗррин илемлӗхӗ ҫухалмасть. Тарӑн шухӑшласан тӗлӗнетӗн те, ара пач вулама-ҫырма пӗлмен чӑваш хӗрӗсемпе арӑмӗсем хӑйӑ ҫутинче еплерех тӗрӗ тӗрленӗ-ха? Чǎваш тĕрри ытти халǎх тĕррисенчен кǎткăс, илемлĕ, тăпǎл-тăпǎл тата хǎйне евĕрлĕ пулнипе уйрǎлса тăрать. Çиппе тĕрленĕ тĕрĕсем тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, вĕтĕ шăрçасемпе, авалхи вăхăтра вара ылтăн, кĕмĕл, туй (бронза) эрешсемпе, хаклă йышши чулсемпе килĕшсе тăнă.

Тĕрĕ кашни чăваш хĕрĕн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнмалла. Илемлĕ тĕрĕпе капăрлатнă кĕпе тăхăнсан эпир хамăра аван туятпăр. Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе чăваш хĕрĕсем тăрăшмасан тата кам тăрăштăр? Кашни çĕвве, эреше сыхласа хăвармалла пирĕн. Ку ĕçпе малалла аталанмалли бизнес-проект та хатĕрлеме май пур, мĕншĕн тесен Чǎваш Республикинче малашне туризма аталантарма шутлаççĕ. Чǎваш Республикине килекен кашни хǎна пирĕн патӗнчен мĕнле те пулин асǎнмалǎх япала илсе каятех. Чӑваш ҫӗр-шывне лекнӗ пӗрремӗш ҫын халӑх тӗррипе кӑсӑкланать. Тӗрӗсенче чӑваш халӑхӗн чунӗ упранать тейӗн: унта хӗвел ӑшшийӗпе шевлийӗ, анлӑ Атӑл хумӗсенчи мӑнаҫлӑх, сар тулӑ пучахӗсен асамлӑхӗ.

Урок вěҫěнче ачасемпе тěрě-эреш ҫинчен ҫырнă сăвăсене вуласа тухрăмăр