Етěрне районче «Молодежь за ЗОЖ» («Ҫамрăксем таса сывлăхшăн») акци иртнě май паян Палтай шкулěнчи 7-мěш класс ачисем Трубина Мархвин «Хăнаран» калавěпе паллашрěҫ.
Ҫыравҫă хăйěн калавěнче эрех сиенлěхěн темине хускатать. Паллах, ку тапхăрти ҫыравҫăсен пултарулăхěнче уҫҫăн палăрса тăрать. Трубина Мархвин «Хăнаран» калавě та ҫак шухăшах палăртать. Кӳршě яла ашшě-амăшě патне хăнана каякан Ванюкпа Кěтерук виҫě ҫӳлхи Саньккапа кайнине пăхмасăр ěҫкě-ҫикě авăрне путса ачине ҫул ҫинче ҫухатса хăвараҫҫě.
Калавăн сюжечě ěҫкě-ҫикě тавра явăнать пулин те, автор ҫынна ěҫкěрен пăрăнма хистет: «урамра эрех этеме мěн тери сиен тунине карттинсем туса хунă».
Ачасем ҫак хайлава вуласан шухăша путрěҫ: хăшěсен шăпăртатса куҫҫуль юхса анчě, хăшěсем – ҫак вуланă хайлава пирки килте каласа парасса шантарчěҫ.