Палтай шкул вӗрентекенӗсем - «Çакă çутă тĕнчере …» акцие хутшăннă

Чăваш литературин классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ  институчӗ çу уйăхӗн 20-29-мӗшӗсенче «Çакă çутă тĕнчере …» акци ирттерчӗ.

Акцие чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсем: Мурзина Г.В. тата Анисимова С.В. хутшăнчӗҫ. Светлана Викторовна К.Ивановăн «Нарспи» поэма сыпăкне ҫыртарса фотосемпе эрешлетнӗ, Галина Викторовна вара «Илемлӗ» юрăпа хӗрсен ташшине сăнласа панă. Хăйсен ӗҫӗсене VK тата Instagramра #çакăçутăтĕнчере тата #чрио хештегсемпе вырнаҫтарнă.