Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Палтайри пĕтĕмĕшле пěлӳ паракан шкулти 6-мěш класс вĕренекенĕсем А.Т.Якунин палăкě умне тухрĕç. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене асăнса лартнă памятника шкул ачисем асăрхаса - тирпейлесех тăраççĕ. Паян та, ачасем Алексей Тимофеевича асăнмасăр пултараймарěҫ.
Унăн ырă ячě - Совет Союзěн геройě – ачасене мăнаҫлăх кěртет, ун пек патвар та кăмăллă ҫын пулма хистет.
Информаци сехетěнче ачасем хăйсен пысăк аслашшěпе асламăшěсем ҫинчен каласа пачěҫ, вěсем вăрҫăра кам пулнă, мěнле ҫарта фашиста хирěҫ ҫапăҫнă – ҫакă пěтěмпех интереслентерчě ачасене.
Унсăр пуҫне, ачасем пурте «Бессмертный полк» акцире хутшăнма хатěр: вěсем вăрҫăра пуҫ хунă тăванěсен штендăрěсене туса хатěрленě.