«Чăваш тумě – халăх пуянлахě»

Асаннесен юррисем

 Кеввипеле савăк- çке

 Мерчен евĕр сăмахсем

 Шухăшĕпе тарăн-çке.

 Ыр йăласем пурине

 Асра тытса пурнар-и?

 Атте -анне юррине

 Чунтан савса юрлар-и!

 

Чăваш чěлхи эрни иртни май 4-мěш классем «Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ» класс сехетěнче хутшăнчěҫ.

Малтанах учитель ачасене презентации курма сěнчě. Кунта халăхра сыхланса юлнă чăваш тумĕсем ҫинчен  каласа пачěҫ. Хушпу, тухья, шỹлкеме, сурпан, урай саррисем, мăй çыххи, улачаран тĕртнĕ кĕпесем тата ытти тупрапа паллашма пултарчěҫ ачасем.

Презентаци курнă хыҫҫăн ачасем хăйсем тěллěн хутран касса кăларнă хěрпе каччăсене чăваш тумне тăхăнтартрěҫ. Алла лекнě тумсен ячěсене тепěр хут аса илсе пуҫа хывма тăрăшрěҫ.