2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акци иртрě.
Кашни çулах Палтайри вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çак акцинче хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçал вара - улттамĕш хут. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Задачисем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси.
Кăҫал та, ырă йăла тăрăх Палтай шкулěнчи 5-11 классемпе вěрентекенсем диктант ҫырчěҫ. Кăҫалхи диктанта пир ентеше – Тани Юна халалласа ҫыртарчěҫ.