Палтай шкулěнче Чăваш чěлхи кунне халлаланă уяв иртрě

Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.

 

Паян пысăк уяв - чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.

Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал  27 ҫул ҫитрӗ, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Паян эпир те Иван Яковлевича сума суса, ӑна асӑнса Чӑваш чӗлхи кунне уявларăмăр.

Уява 3-мěш класс ачисем «Асамат кěперě» юрăпа уҫрěҫ. Хыҫҫăн 7-мěшсем чăваш чěлхине халалланă сăвăсем каласа пачěҫ. 1,4 классем «Савнă Чăваш Ен» юрра юрласа уҫă сассипе килентерчěҫ.

Ачасен тавракурăмне ӳстерес тěллевпе «Ивн Яковлев – чăвашсене ҫутта кăлараканě» фильм куртăмăр. 6-мěш класс хěрачисем «Вăрмана кěнě чух» ташшипе пурне те ăмсантарчěҫ.

 «Асаннепе кукамай» юрăпа, «Чее тилěпе мулкач» (5 кл.), «Мулкачпа тилě» (3 кл.), кулăшла «Вěҫкěн Ваҫҫа» (7 кл.) юптарусемпе ачасем уяв каҫне илемлетрěҫ.