Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв Палтайри вулавăшра «Иван Яковлев – чāваш халāх улāпĕ» ятпа иртрĕ. Ака уйāхĕн 25-мĕшĕнче чāвашсен аслā просветителĕ, педагогĕ Иван Яковлев çуралнāранпа 171 çул çитет. Çак уява халалласа Палтай шкулĕнче вĕренекен çамрăк ăру вулавăша пухăнчĕ. Чи малтан Надежда Серебрякова библиотекарь ачасене Иван Яковлевăн чăваш халăхĕ валли тунă ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Аслă патриархăн йывăр та тертлĕ ачалăхĕ çинчен «Çитĕннĕ вăхăтăм» кĕнекери аса-илӳсем каласа пачĕç. Тăван чĕлхепе Митта Ваçлейĕ, Çеспĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Яккăв Ухсай сăввисем янрарĕç. Яковлев вĕрентĕвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ паян кун та пысāк пĕлтерĕшлĕ пулнине презентациллĕ курав çирĕплетрĕ.
Чăваш чĕлхине ертсе паракан Светлана Анисимова пухăннисемпе «Çамрăк чĕлхеçĕ» викторина ирттерчĕ. Чӑваш чӗлхипе литературине, культурине аталантарас, чи пултаруллине тупса палăртас тĕллевпе хатĕрленĕ ыйтусем ачасемшĕн çăмăлах пулмарĕç. Чĕлхе пелĕвне тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа чи маттуррисене палăртрĕç, чысларĕç.
Уяв программине Иван Яковлева халалланă кĕнеке куравĕ те пуянлатрĕ.