Палтай шкулěнче «Ăс-хакăл лаҫҫинче» КВН иртрě

Тăван чěлхе эрнине халалласа 5-11 классем хушшинче ăмăрту иртрě. Ăмăрту 5 хěрӳллě вăйăран тăчě:

1-мěш - Килти ěҫ. Ушкăнсем хăйсемпе тата капитансемпе паллаштарчěҫ. Ушкăнсен ячěсем жюрине савăнтарчěҫ: «Хěлхем», «Мерчен», «Ҫăлтăр».

2-мěш – «Сăмахсен синонимěсене тупăр». Ку ăмăртура ушкăнсем «хитрее», «маттур», «начар» сăмахсем патне синонимесм шырарěҫ. Ку вăйăра пěтěм ушкăн та 4-шар бал илме пултарчěҫ.

3-мěш вăйă – капитансен ăмăртăвě. Ертсе пыракан Марк Аттайăн вырăслатнă «Тăнсăр служащи» тексте вуласа пачě. Ҫак текста вуланă май капитансем текстри вырăс сăмахěсене ҫырса илсе бал пухрěҫ. Ку конкурсра «Мерченсем» 36 бал пухма пултарчěҫ.

4-мěш ăмăрту – «Чăваш ҫыравҫисене пěлетěр-и?». Ку вăйăра ушкăнсем чăваш ҫыравҫисене сăн ӳкерчěксем тăрăх паласа илме пултарчěҫ. Ку вăйăра каллех «Мерченсем» палăрма пултарчěҫ.

5-мěш – «Ваттисен сăмахěсене пěлетěр-и?». Ку вăйăра ушкăнсем ваттисен сăмахěсене ҫурмаран пухрěҫ.

Жюри ушкăнсене тивěҫлě хак панă вăхăтра 3 класс ачисем куракансене «Мулкачпа тилě» вырăсларан куҫарнă юмаха кăтартрěҫ. Александрова М.М., 3—мěш классен ертӳҫи тăван чěлхи эрнине яланах хастар хутшăнать.

Юлашкинчен пурин валли те теперь конкурс иртрě. «Ытарлă ыйтусем» - ачасем шӳтлě, ытарлă ыйтусем ҫине хуравласа жетонсем пухса пычěҫ. ЧИ нумай жетонлисем хисеп хутне тивěҫлě пулчěҫ.

Жюри пěтěмлетěвě тăрăх 1-мěш вырăна «Мерчен» ушкăн ҫěнсе илчě, 2-мěш вырăнта – «Ҫăлтăр», 3-мěш – «Хěлхем».