Палтай шкулěнче тăван чěлхе эрне халалланă «Халăх ăс-хакăлě» тата «Ваттисем ахальтен каламан» ăмăртусем иртрěҫ

Чăвашăн ҫěр пин сăмах тепěр. Анчах уйрă сăмах пěр-пěччен пурнăнмасть, ыттисемпе ҫыхăнса пуплев-калаҫу йěркелет. Халăхăн кулленхи калаҫăвне темěн чухлě юмах-халап, сăвă-юрă хайланать. Вěсем ҫынран-ҫынна, сыпăкран-сыпăка куҫаҫҫě, ěнчě пек хаклă хайлавсем пулса тăраҫҫě.Нацилěхе упрас ыйту ҫивěчленнě тапхăрта халăх сăмахлăхěн пěлтерěшě сисěнмелех ӳсрě, ăскалăн ҫирěп никěсě пулса тăчě. Чăваш чěлхипе литература урокěсенче эпир хамăр авалхи ырă йăла-йěркесене вěренме тăрăшатпăр. Ҫак тěллевпе 6-мěш класс ачисем рефератсем хатěрлерěҫ, халăх сăмахлăхне ăнланма тăрăшса интереслě ěҫ турěҫ. «Халăх ăс-хакăлě» ăмăртура улттăмěш классем самай палăрнăшăн тав хутне тивěҫлě пулчěҫ.

Ваттисен сăмахěсем – ламран лама куҫса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вěсем шухăша кěскен те ҫивěччěн, ытарлăн палăртаҫҫě. Ваттисен сăмахěсенче халăхăн кун-ҫулě, ăс-хакăлě, шухăшлавě, тěнчекурăмě ӳкерěннě. Ҫавна май, 8-11 классем хушшинче «Пословица недаром молвится» ятлă конкурс иртрě. Ку конкурсăн тěллевě – чăвашла тăванлăх, тус-юлташ темипе ҫыхăннă ваттисен сăмахěсене тупасси. Вěсене вырăсла куҫрасси. Ку конкурса 11-мěш арҫын ачисем хăйсен маттурлăхне кăтартма пултарчěҫ.