Театр ҫулталăкне тěпе хурса Етěрне рйонěнчи Палтайри вăтам шкулěнчи 6 класс ачисем Геннадий Айхин пурнăҫěпе пултарулăхěпе паллашрěҫ. Павлова Л.пěрле вěренекенсене Айхи пурнăҫěпе пултарулăхěнчи саманчěсене доклад евěр каласа пачě.
Айхи Геннадий Николаевич (Лисин) – 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Çĕньялта ҫуралнă. Чăваш сăвăçи, тăлмач.
Айхине театр ҫулěпе шайшлаштарни тěрěсех пуль тетпěр: унăн малтанхи пуҫарăвěсем сценкăсем ҫырассипе ҫыхăннă. Хăйěн артист пулас ěмěчě ăна Шупашкара илсе ҫитернě, анчах та пурнăҫланайман.
«Ҫын тата сцена» сăвăри эпиграфа вуласанах ачасем шухăша путрěҫ. Вера Кузьминана халалланă сăвă ачасен чěрине хускатрě. Халиччен 6-мěш классем Вера Кузьмина пирки илтнě пулсан та, паянхи презентацирен унăн пурнăҫепе пултарулахěпе тěплěнрех паллашрěҫ. Чи пěлтерěшлě самантсене тетраде заметка евěр ҫырса хучěҫ.
Сăвва икě хут вуласа тухсан, тěп шухăша палăртрăмăр. Сăвă тăрăх критика шухăшлавěн мелěпе усă курса синквейн турăмăр. Кашни ҫаврари япала ячěсене, паллă ячěсене, глаголсене ҫырса шутларăмăр. Текстра нумай тěл пулакан пěр япала ячěпе, икě паллă ячěпе, виҫě глаголпа усă курса сăвă содержанине ҫывăх предложении йěркелерěмěр. «Артист вăл – сăнар, куҫаруҫă пек, трагедии сцени пек – чěри ҫунать» предложение сăвăн тěп шухăшě тесе палăртрăмăр. «Сăнар» сăмах вара ҫак предложенин пěтěмлетěвě пулчě.
Урок вěҫěнче вара шкул администрацийě хатěрленě театр ҫулталăкěн планěпе паллашрăмăр. Хамăр та хутшăнма явап тытрăмăр. Пирěн класăн тěллевě – чăваш чěлхи эрни валли пěр-пěр лартăм хатěрлесси.