«Ан сӳнтĕр, Аслă Яковлев халалĕ»

Ака уйāхĕн 25-мĕшĕнче чāвашсен аслā просветителĕ, педагогĕ  Иван Яковлев çуралнāранпа 170 çул çитет. Çак уява халалласа 5–7- мĕш класс ачисем валли «Ан сӳнтĕр Аслă Яковлев халалĕ» уçă урок иртрĕ. Ачасен урок хушшинче тĕрлĕ маршрутпа  «Иван Яколвев – чăваш алфавитне йĕркелекенĕ»,  «Яковлев тата Чĕмпĕр чāваш шкулĕ»,  «Яколвев халалĕ», «Яковлев калавĕсенчи āслāлāх»  Чĕмпĕр хулине çитсе курма тӳр килчĕ.

Икĕ ĕмĕр иртсен те Яковлев вĕрентĕвĕ, ĕçĕĕлĕ паян кун та пысāк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕç. Иван Яковлев – чāваш халāхне çутта кāларассишĕн тāрāшнā чāн-чāн улāп. Ан сӳнтĕр,  Аслă Яковлев халалĕ!