Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăл куçĕ

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Палтай шкулĕнче  «Тăван чĕлхе - пĕлÿ çăл куçĕ» Чăваш чĕлхи эрни пуçланнине савăнăçлă лару-тăрура палăртрĕç. Кăçал ку эрнене И.Я. Яковлев 170 çул тултарнине халаллĕç. Эрнен пĕрремĕш кунĕнче шкул ачисем «Яковлев вулавĕсем»  вулав марафонĕ пуçарса ячĕç. Яковлев калавĕсем, ун çинчен çырнă сăвă-калав янăрĕ эрне хушшинче. Паян ачасем хаваспах район шайĕнче ирттерекен « И.Я. Яковлев – выдающийся просветитель чувашского народа» викторинăна хутшăнчĕç.