Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхин кунĕ. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе - чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш енре чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă. Çак куна уявлама Палтай шкулĕнче вĕренекенсем илемлĕ те çута акт залне пуханчĕç. Малтанах палăртнă йĕркепе кашни класра вĕренекенĕн çак уявра тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартма май пулчĕ. Халăх юрри-кĕвви; И. Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăсем; вырăсла –чăвашла хутăш калаçакансене питлекен Макр Аттайăн «Тăнсăр служащи» сăвви; Н. Коракова, Д.Кривулина, Н.Литвинчук, А. Изоркина юрлакан илемлĕ юрăсем те, «Иван Яковлев – чăваш халах улăпĕ» презентаци те уява пуянлатрĕ. «Чăваш халăх тумĕ» курав ачасене чăвашсен ĕлĕкхи тумĕпе паллаштарчĕ. Тури чăвашсен туй тумне, хамăр тăрăхри хĕрарамсен ĕç тумне, хĕллехи тума, хĕрсен тумне вĕрентекенсен ушкăнĕ кăтартрĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле «Чечеклен, юратнă Чăваш ен» юрра шăрантарса асанмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Балдаевская средняя общеобразовательная школа" Ядринского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих