«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017»

Палтайри вăтам шкулăн 11-мĕш класс ачисем палăртнă вăхăта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017»  çырма пухăнса ларчĕç. Диктант текстне «Тăван радио» эфирĕ урлă итлесе çырчĕç. Геннадий Волковăн «Ăслă ача» калава Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Акцие вунă шкул ачи хутшăнчĕ.