«Эпир пулнă, пур, пулатпăр» стена хаçачĕсен конкурсĕ

Хаçат кăларасси кăткăс та кăсăклă ĕç. Унăн кăткăслăхĕ  хаçат ятĕнченех пуçланать, унсăр пуçне тата ачасен Чăваш кунĕ тĕлне хаçата йăлт чăвашла кăна çырмалла пулчĕ.  «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» ятпа иртрĕ ку конкурс Палтайри вăтам шкулта. Чăвашла хаçат кăларас ĕçе ачасем тăрăшуллăн тытăнчĕç. Чăваш чĕлхин хăвачĕ çинчен калакан çулăмлă сăмахсем, сăвăсем тĕрлĕ кĕнекере, интернетра шыраса тупса хаçата вырнаçтарчĕç. Пултаруллисем хăйсем сăвă-калав хайларĕç, ÿкерчĕç, кроссвордсем турĕç. Шкул пурнăçĕнчи самантсем те вырăн тупрĕç хаçатра,  «Кулăш кĕтесĕ»  ярăм та илемлетрĕ чăваш хаçатне.

Ачасен тăрăшăвĕ ахаль пулмарĕ.  Пĕтĕмлетÿ çапла пулчĕ: «Чи илемлĕ хаçат» - 2,4 классен; «Чи пуян хаçат» - 1,3 классен; «Чи сăпай хаçат» - 5-мĕш классен. Ачасене малалла та хаçат кăларас ĕçре ăнăçусем сунатпăр.