«Çамрăк чĕлхеçĕ» викторина иртрĕ

Чăваш чĕлхи эрнинче ирттерме палăртнă «Çамрăк чĕлхеçĕ» викторинăна  

Палтай шкулĕнче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Чӑваш чӗлхипе литературине,  культурине аталантарас, ачасем хушшинче чи пултаруллине тупса палăртас тĕллевпе иртрĕ ку мероприяти. Иккĕмĕшпе тватттамĕш, пиллĕкмĕшпе  çиччĕмĕш, саккăрмĕшпе  вун пĕрмĕш классем хушшинче иртрĕ тупăшу. Ачасен чĕлхе пĕлĕвне тĕрлĕ ыйтусем çине хуравласа кăтартма тиврĕ.

Викторина ыйтăвĕсене чи  нумай тĕрĕс хурав парса 11-мĕш класра вĕренекен К. Григорьевăпа М. Васюткина «Çамрăк чĕлхеçĕ» ята тивĕçрĕç. 7-мĕш класра вĕренекен Д. Гончаров, 5-мĕш класри М. Александров, 4-мĕш класри Л. Павлова та чĕлхене тарăн пĕлнине кăтартрĕç. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр!