Çĕр çинче талантлă çынсем нумай, анчах та пысăк талантлисем сахал. Ухсай Яккăвĕ – пысăк талантлă çын. Поэтăн иксĕлми пултарулăхĕ унăн чаплă хайлавĕсенче, унăн кĕнекисенче, сумлă ячĕ – халăх чĕринче упранать. Ун çинчен чăваш çыравçисем нумай ырă сăмах каланă, калаççĕ те. Вăл чапа та, мухтава та тивĕçлĕ çын.
Ухсай Яккăвĕ 105 çул тултарнине халалласа Етĕрне районĕнчи Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕ Палтайри вăтам шкул çумĕнче «Ухсай Яккăвĕ - хура тапра поэчĕ» пултарулăх конкурсĕ ирттерме палартнăччĕ. Ку конкурс районти мĕн пур пултаруллă ачана йыхравларĕ, мĕншĕн тесен ачасем хăйсен ăсталăхне пилĕк номинацире тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç: 1)Ухсай сăввисен вулавĕ, 2) Ухсая халалланă автор сăввисен вулавĕ, 3) Ухсай сăввисем тăрăх ÿкернĕ видиороликсен презентацийĕ, 4) Ухсай сăввисем тăрăх ÿкернĕ ÿкерчĕксен презентацийĕ, 5) Сцена çинчи ăсталăх.
Уява Шупашкарти хăнасем те килсе çитрĕç: Сергей Павлов – Чăваш Республикин профессиллĕ писательсен Союзĕн членĕ, Чăваш халăх çыравçи; Владислав Николаев – «Шевле», «Асамат» ача-пăча журналĕсен редакторĕ; хамăр тăрăхри çыравçă - Галина Столярова. Вĕсемех сумлă жюри членĕсем пулчĕç.
Уяв программине Палтайри ватам шулта вĕренекен ачасем литературăпа музыка композицийĕпе уçрĕç. Ун хыççăн районти тĕрлĕ шкулсенчен пухăннă ачасем тĕрлĕ номинацире хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Жюри членĕсем вĕсен пултарулăхне хакларĕç.
«Ухсай сăввисен вулавĕ» номинацири çĕнтерÿçĕсем:
1-мĕш вырăн – Гимназире вĕренекен Лебедева Леана
2- мĕш вырăн – Перçырлан шкулĕнчи Синичкина Мария,
3- мĕш вырăн – Тури Ачак шкулĕнчи Яковлева Ирина,
3- мĕш вырăн – Пушкăрт шкулĕнчи Краснов Павел.
«Ухсая халалланă автор сăввисен» номинацире иккĕн паларчĕç:
1-мĕш вырăн – Перçырлан шкулĕнчи Петров Женя,
2- мĕш вырăн – Палтай шкулĕнчи Ярабаев Даниил.
«Ухсай сăввисем тăрăх ÿкернĕ ÿкерчĕксен презентацийĕ» номинацире икĕ ÿкерме юраткан ачана та пĕрремĕш вырăн парса чыларĕç: Урпаш шкулĕнче веренекен Оля Кузьмина тата Палтай шкулĕнче вĕренекен Настя Изоркина.
«Ухсай сăввисем тăрăх ÿкернĕ видиороликсен презентацийĕ» номинацире палăрнисем:
1-мĕш вырăн – Палтай шкулĕнчи Яковлева Кристина,
2- мĕш вырăн –Урпаш шкулĕнчи Ларионова Катя.
«Сцена çинчи ăсталăх» номинацире вара чи пултаруллисем Тинкеш шкулĕнче вĕренекен ачасем пулчĕç. Вĕсем «Нарспи» поэмăри пĕр сыпăка выляса кăтартрĕç. 2- мĕш вырăна Палтай шкулěнче вĕренекенсем «Анне чĕлхи» сценка вылявĕпе тухрĕç. 3- мĕш вырăна ташă ăсталăхĕпе Пушкăрт шкулĕнче вĕренкенсем çĕнсе илчĕç.
Савăнăçлă лару-тăрура ачасене чысларĕç, çыравçăсем хăйсен кĕнекисене парнелесе хавхалантарчĕç. Уява хутшăннă кашни ача çĕнтерÿçĕ пулма тивĕç тесе палăртрĕç.
Аса-илÿпе, юрă-ташăпа, сăвă-калавпа илĕртрĕ куракансене уяв. Якку Ухсай пек талантлă çынсемпе мăнаçланмалла, мухтанмалла. Вĕсем çинчен килес ăрусем те пĕлччĕр, вĕсемпе мăнаçланччăр, вĕсене асра тытса чĕрере упрасси çак уявпа çеç иртсе ан кайтăр.
Якку Ухсай!
Утатăн чĕррĕн
Халăхпала куллен-кунах.
Çĕн ĕмĕре хастаррăн кĕтĕн,
Мĕншĕн тесен чăвашан çĕрĕ
Чунпа упрать ялан сана.