Эпир маттур ачасем

Мĕн  авалтанах вăйă пур шухăшлама пултаракан чĕрĕ чуншăн та тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшакан,  пурăнма вĕрентекен мел пулнă. Çак тĕллевпе «Эпир маттур ачасем» вăййа  пуханчĕç Палтайри вăтам шкулăн  5-6-мĕш класĕнче  вĕренекенсем.  Пилĕк станци витĕр тухма тиврĕ ăс-тăн вăйне виçекенсен: илемлĕ сăмахлăх, чăваш чĕлхи, халăх йăли-йĕрки,  кулăш-ĕçре пулăш, шÿтлĕ ыйту. Çул çÿрев маршрутне палăртнă хыççăн тĕрлĕ тĕрĕслев станцийĕсем витĕр тухма тиврĕ. Кунта Сăмах лачакине кĕрсе ÿкнĕ ваттисен сăмахĕсене те çăлма тиврĕ, тупмалли юмах тĕнчинче те пулса курчĕç, «Манăн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи» станцире ăс-тăна тĕрĕслерĕç, «Çĕр-пин юрă çĕр-шывĕ» станцире чăваш юррисем янрарĕç. Ытарайми чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи, пирĕн халăхăн пахаран та паха ылтăн çÿпçи, сĕм авалтан паянхи кунччен упранса юлнă нимĕнпе улăштарма çук пуянлăх. Чи маттурри вара  5-мĕш класра вĕренекен Яковлева Анастасия пулчĕ. Туслăх вăййи:    

               «Эпир маттур ачасем,

Вĕренме  те пултаратпăр,

Сăва-калав шăрçалатпăр,

Пурте туслă пурăнатпăр» - сăмахсемпе вĕçленчĕ вăйă.