Интервью с Серебряковой Надеждой Валериановной, учителем чувашского языка и литературы Балдаевской СОШ Ядринского района

Вулав чи паха вĕренÿ тетпĕр, çапах та юлашки вăхăтра ачасенчен нумайăшĕ компьютера, телевидение вăхăт ытларах уйăраççĕ. Эсир мĕнле шутлатăр, капла ачасем вулама мансах каймĕç-ши;

- Ачасем вулама юратаççĕ, килте вĕсем компьютерпа пичетлеççĕ. Вуламасăр мĕнле пичетлен-ха; Çапла май вĕсем компьютерпа та ĕçлеççĕ, вулаççĕ те.

Çут çанталăка упрас енĕпе эсир урокра мĕнле паха ĕçсем тăватăр;

-Çут çанталăка упрас енĕпе эпир тĕрлĕ калавссем , сăвăсем вулатпăр.

Çĕнĕ тапхăр ачисем чăвашла сахалрах та сахалрах калаçаççĕ. Мĕнле шутлатăр, атте-анне чĕлхине манса каймĕç-и вĕсем;

-Паллах, ку пире питĕ хăратать. Мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене вĕренсен вăл çухалмасть.

Урок пирки пĕтĕмĕшле мĕн калама пултаратăр;

–Паянхи урокпа эпĕ питĕ кăмăллă. 7а класс ачисем тĕлĕнмелле лайăх ĕçлерĕç. Тепĕр хут сире çавăншăн тав тăватăп.

Сирĕн шутпа, чăваш ачисем чăвашлăха упраççĕ-и;

-Кашни хăйне май упрать пулĕ. Ку сцена çиче те, урокра та сисĕнчĕ. Мана чăваш самăхне итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ.

Чăваш ачисенче кăмăл-сипет, ыр кăмăллăх туйăмĕсем çухалман-и;

-Паллах, юлнă. Вĕсене упрама тата аталантарма кăна пĕлмелле.