«Чун кĕвви» чуна тыткăнларĕ

Тани Юн çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа район шайĕнче тĕрлĕ мероприяти иртсе пырать. Краеведени музейĕнче курав уçăлни, Тани Юн вулавĕсем иртни, ачасем тĕпчев ĕçĕсемпе пултарулăх ĕçĕсем çырни, кашни шкултах çак сумлă юбилея уявлама палартни унăн пултарулăхĕ вышкайсăр çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетет.

Етĕрнери культура çуртĕнче «Чун кĕвви» спектакле курма майсем туса панишĕн Палтай шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсен ячĕпе йĕркелÿçĕсене тав сăмахĕ калас килет. Чăн-чăн артистсем вылярĕç сцена çинче. Тĕп сăнарти Мария рольне вылякан Мария Яковлева ăсталăхĕ залта ларакансене куççульлентерчĕ те. Спектакльте хамăр ентешсем Василиса Петрова, Григорий Федоров артистсем выляни мăнаçлантарчĕ куракансене. «Чун кĕвви» спектакль пурин чунне те тыткăнларĕ.