Тĕнчипе паллă киноактрисăн – Тани Юнăн пултарулăхĕ Палтайра туптаннă

Татьяна-Степановна Максимова-Кошкинская çуралнăранпа 110 çул çитет. Чăвашсен пĕрремĕш киноактрисин пурнăçĕпе пултарулăхĕ Палтай шкулĕпе те тачă çыхăннă, тĕрĕссипе Палтайра пуçланнă. Кунта Тани Юна Етĕрнери иккĕмĕш сыпăклă шкулăн юлашки класне куçсан хут пĕлменнисене вĕрентме янă. Çак тапхăрта Н. Ефремовăн «Пуян Карук» пьесине Палтайри халăх çурчĕн сцени çинче лартса панă. «Кăшт каярахпа Палтайри драмкружок тата тепĕр  чăваш спектаклĕ – вырăсларан куçарнă «Хресченсем» драмăна лартрĕ. Эпĕ унта Тарье рольне вылярăм», - аса илсе çырнă Тани Юн.

Тани Юн пултарулăхĕпе Палтайра пурăнакансем тивĕçлипех мухтанаççĕ. Чăвашсен пĕрремĕш киноактрисин пултарулăхне тĕпчесе Валерий Муравьев тавра пĕлÿçĕ уйрăм кĕнекен те пухса кăларчĕ. (2003 ç.). Татьяна Степановна 110 çул тултарнине халалласа «Тани ЮН» поэма çырса пĕтерчĕ.

Палтай шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Тани Юн 110 çул тултарнине чаплă лару-тăрура ирттерме тĕрлĕ мероприятисем планланă:

1.     Тани Юн кĕнекисен вулавĕ                                             21.01. – 30.01.2013

2.     Пьеса çыравĕн конкурсĕ                                                 21.01. -  28.01. 2013

3.     «Тани Юн»   фильма курасси                                             24.01.2013

4.     «Пĕлетĕр-и эсир ентеше?» викторина                        23.01 -25.01.2013

5.     «Тани Юн пирĕн асăмра» асăну каçĕ.

Валерий Муравьевпа тĕл пулу ирттересси                28.01. 2013

6.     Район шайĕнче ирттерен мероприятисене хутшǎнасси