Етĕрне районĕ 85 çул тултарнине халалласа Етĕрнери 3-мĕш шкулта «Аваллăхсăр пуласлăх çук» темăпа чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Ку семинара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Н.В. Малов, Етĕрне район администрацийĕн вĕрентÿпе социаллă политика пайĕн начальникĕ А.А. Филимонов, Чăваш Республикин писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ, Чăваш халăх çыравçи ЮхмаМишши те килсе çитрĕ.
Семинар тĕл пулăва Палтай шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Н.В. Серебрякова та «Юхма Мишши пултарулăхĕ вĕренÿпе воспитании ĕçĕнче» темăпа хутшăнчĕ.
- Юхма Мишши пултарулăхĕ, пирĕншĕн Сăкăт тăрăхĕнче пурнакансемшĕн, питĕ çывăх, тăванла. Вăл авалхи историлле тымарсене тупса пĕр тĕвве пухнине шута илес пулсан, эпир хаклă писателĕн тăванĕсем те лекетпĕр пуль-и? Мĕншĕн тесен пирĕн несĕл тымарĕсем пĕр йăвара чăмăртаннă. Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕ те, Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕ те Шупашкар патĕнчи Сăкăтран куçса килнĕ, - палăртрĕ Надежда Серебрякова. – Юхма Мишши ачасем вали вăтăра яхăн кĕнеке çырнă. Вĕсем тĕрлĕ тематикăллă пулин те вĕренÿпе воспитании ĕçĕнче усă курма меллĕ. Унăн кĕнекисем аслисене хисеплеме, ĕçе юратма, тÿрĕ чунлă пулма вĕрентеççĕ. Ача-пăча вали çырнă пьесисем вара класс тулашĕнче спектакльсем йĕркелеме вырăнлă. Вăрçă тата космос темипе, чăваш аваллăхĕ, историйĕ, улăпĕсем çинчен çырнине вăтам ÿсĕмри ачасем юратсах вулаççĕ. Унăн хайлавĕсем кашни ÿсĕмри ачашăн кăсăклă. Ахальтен мар Юхма Мишши произведенийĕсене шкул программине кĕртнĕ.
Михаил Николаевича вăрăм кун-çул, ăнăçу сунса вĕçлерĕ хăйĕн презентациллĕ калаçăвне Надежда Серебрякова.