Çеçпĕл вулавĕ

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнă кун. Палтай шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекенсем çак куна халалласа Çеçпĕл сăввисен вулавне йĕркелерĕç. Чи пирвайхи «Скоро» вырăсла сăвăран пуçласа Остер тапхăрĕнчи поэзипе паллаштарчĕç вĕсем. Çеçпĕл сăввисен вилĕмсĕрлĕхĕ ачасен ăсталăхĕнче палăрчĕ.

«Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ

Чăваш ачи, сассуна пар!

Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.

Килсем! Килсем! Эс пур, – çук мар…»  -

тесе вĕçлерĕç асăну каçне.