«Мухтанатăп хам чăваш пулнишĕн» патшалăх симовлĕсен уявĕ

Апрелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш символикин кунĕ. Çак куна халалласа ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем  Н.В. Серебряковăпа  Н.Н. Лунгу «Мухтанатăп хам чăваш пулнишĕн» патшалăх симовлĕсен уявне ирттерчĕç. Мероприятие 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Учительсем Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕ, гербĕ, гимнĕ çинчен каласа пачĕç, презентаци  кăтартрĕç.  Ачасем тимлĕ итлесе ларнă хыççăн ыйтусем пачĕç, историпе интересленчĕç. Кун хыççăн пурте пĕрле хаваслансах Чăваш Республики тата Раççей гимнĕсене  юрларĕç. Юлашкинчен пĕлĕве çирĕплетсе хăварма пĕчĕк викторина иртрĕ.