ПОЭЗИ УЛĂПĚ - УХСАЙ

ПАЛТАЙРИ вăтам шкулта Яков Ухсай 100 çул тултарнине халалланă уяв каçĕ савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем вăйă юррипе уçрĕç уяв программине.

«Тăван чĕлхемĕрçĕм, тăванлă эсĕ

Пуян та çирĕп вырăс чĕлхипе.

Инкек та терт, асап та хур пĕлмесĕр

Янра та савăн аслă пиччупе», -

янраттарчĕç сцена çинчен Ухсай сăввисене вĕренекенсем.

«Çамрăк сăвăçă» конкурс çĕнтерÿçисем хăйсен сăввисене мăнаçлă туйăмпа вуласа пачĕç. Васильева Лаура, Серебряков Сергей, Петров Сергей, Лаврентьева Катя хастар та пултаруллă пулнишĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

«Талантлă сăвăç» презентаци куравĕ залра пухăннисене Ухсай тĕнчипе паллаштарчĕ. Çыравçă пулма çирĕп пĕлÿ те, çутă ĕмĕт те, илемлĕхе туйма пĕлни те кирлĕ иккен. «Ухсай Яккăвĕ – ăста лирик» викторина çĕнтерÿçине палăртрĕç. Вăл  7-мĕш класра вĕренекен Катя Лаврентьева.

Уява шкул çумĕнчи «Шанчăк» фольклор ушкăнĕ музыка композицийĕпе вĕçлерĕ.

«Илемлĕ, илемлĕ

Илемлĕ Ухсай сăвви.

Илемлĕ Ухсай сăвви

Чунупа туйсан кăна».

 

Серебрякова Надежда,

чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен