Чăваш чĕлхин кунĕ – чăн-чăн уяв

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Палтай шкулĕнчи акт залĕнче савăнăçлă лару-тăрура Иван Яковлев çуралнă куна уявларĕç. Чăваш тумне тăхăннă хĕрсемпе каччăсем вăййа карталанса тухса  янăравлă сассисемпе уçрĕç уяв программине.

«Кăвар чĕре, кăвар чĕлхеллĕ,

Чăваш ачи, сассуна пар!» -

Çепĕл Мишши сăввипе йыхравларĕç ертсе пыракансем. Яковлев çинчен хатĕрленĕ презентаци куравĕ, сăвă-калав, юмах-халап уява пуянлатрĕç.  Çак кун кашни класри ача хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарчĕ.

Уяв кĕрекине Етĕрне культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» халăх ансамблĕн çепĕç  юрри-сăвви     пуянлатрĕ. Палтайри библиотекăна ертсе пыракан  В. Муравьевăн хăватлă сăмахĕ мăнаçлантарчĕ. Шкулти «Шанчăк» фольклор ушкăнĕн репертуарĕнчи çĕнĕ юррисем чĕрĕлĕх кĕртрĕç уява, «Асамат кĕперĕн» ташши кăмăла çĕклентерчĕ. Ачасем хатĕрленĕ кулăшла курăнусем сăн-пите савăнăçпа çиçтерчĕç.

«Чечеклен, юратнă Чăваш ен» хор юррипе вĕçленчĕ  уяв. Тулли кăмăлпа, артстсене чылайччен алă çупса  ăсанчĕç куракансем.