Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕн, Палтай шкулĕн акт залĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă пысăк уяв концерчĕ иртĕ. Ку уявра кашни класра вĕренекен шкул ачи хăйĕн пултарулăхне чăвашла кăтартĕ. Сцена çинче юрă-сăвă, юмах-халап, ташă-çемĕ янăрĕ. «Чăваш ачи, сассуна пар!» чĕнӳпе иртĕ уяв каçĕ. «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» пултарулăх конкурсĕн çĕнтерӳçисене савăнăçлă лару-тăрура чыслĕç.
Чăваш ачи, сассуна пар! (Уяв сценарийĕ)