«Эпир пулнă, пур, пулатпăр» çамрăк çыравçăсен ĕçĕсем
Яков Ухсая 100 çул
Çĕр çул тултарĕ кĕç Ухсай,
Ан тăр эсĕ пуçна усса.
Чăваш ятне çӳле çĕкле,
Сассу тăтăр кĕрле-кĕрле.
Чăваш тĕнчи пĕтмĕ нихçан,
Чĕлхе вăйне туйса пырсан.
Ухсай! Мухтав та чыс сана,
Эс çунат хушрăн чăваша!
Серебряков Сергей, 6 класс
***
Сăввусем хавхалану хушаççĕ,
Çунатлантăм вĕсене илтсен.
«Хирӳсем» миçе çул янăраççĕ,
Халăх умĕнче уявсенче.
Мухтанатăп эпĕ сирĕнпе -
Сире манмĕç ĕмĕр иртсен те.
Васильева Лаура, 6 класс
***
Тем чухлĕ çул иртсессĕн те
Манмастпăр Ухсая эпир.
Унăн сăввисем шевле те,
Уçă, çутă, ăшă ир.
Петров Сергей, 6 класс
Пирĕн класс
Пурăнатпăр пит аван,
Туслăн, шавлăн, кăмăллăн.
Юрă-ташă юрататпăр,
Çынсене савăнтаратпăр.
Мускаври артистсенчен
Эпир пĕртте кая мар.
Пĕтĕм тус-юлташсенчен
Настя вара чи хастар.
Икĕ Çеруш – çывăх тус.
Вĕсемпе эс ан тавлаш.
Пĕри – ăста «президент»,
Тепри – унăн çумĕ тет.
Екатерина Лавреньева, 6 класс
***
Вăранатăп ир-ирех,
Ыр сунатăп хĕвеле.
Пит çăватăп васкаса-
Пултăр вял ялан таса.
Вĕтеретĕп сукмакпа,
Сар хĕвел куçне хĕсет.
Парнелет хăй ăшшине
Лайăх вĕренме хистет.
Вĕренетĕп тăрăшса -
Курас марччĕ намăса.
Çилленĕ ачаш шевле
Тек çĕкленмĕ вăл çӳле.
Васильева Лаура, 6 класс