«Тăван çĕр-шывăм – Чăваш ен» вăйă-ăмăрту «Асамат кĕперĕ» тата «Эпир – чăваш ачисем» ушкăнсем хушшинче иртрĕ. Ачасем икĕ ушкăна пайланса хăйсен тавçăрулăхне, çивĕч ăсне, тавракурăм пуянлăхне кăтартма пултарчĕç. Çĕнтерӳçĕ ушкăна палăртнисĕр пуçне, «Нумпĕл» (нумай пĕлекен) палла илме тивĕçлисене те чысларĕç. «Асамат кĕперĕ» ушкăн çĕнтерчĕ. «Нумпĕл» палла 6-мĕш класра вĕренекен Васильева Лаурăпа 8-мĕш класри Тутаева Катя çĕнсе илчĕç. Малалла та ăнăçусем сунатпăр.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Балдаевская средняя общеобразовательная школа" Ядринского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих