Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Эс çав тери хитре, чипер!
Санпа пĕрле кăвар чĕремĕр,-
Пĕрлех çĕнĕмĕре кĕрер!
Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Сана манмастпăр ĕмĕрне.
Пире пилленĕ парнене.
Ытарайми тăван чĕлхемĕр,
Упраас аттесен пилне.
Нихçан асран кайми парнемĕр,
Çĕкле эс пурнăç илемне.
Паян, акауйăхĕн 22-мĕшĕнче, Палтайри пĕтĕмĕшле пĕлў паракан шкулта «Тăван чĕлхе-пĕлў çăлкуçĕ» Чăваш чĕлхипе литература эрни савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Ачасем тăван чĕлхе хăватне, илемне, асамлăхне халалланă сăвăсем шăрантарчĕç. Ку эрнене Чăваш халăхĕн улăпла паттăрĕсене халалланă. И. Я. Яковлев, ЮхмаМишши, ЯковУхсай чăваш чĕлхишĕн тунă вышкайсăр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕç ачасем. Унсăрпуçне хăйсен пултарулăхне Шупашкарти Наци библиотекинче кăтартĕç. «ТăванАтăл» журнал юбилейне чыслама йыхравланă чи пултаруллисене.